«Трак Ен» сайтра (вӑл Красноармейски районӗн официаллӑ сайчӗн чӑвашла варианчӗ шутланать) нумай пулмасть ҫакӑн пек ыйту кӑларчӗҫ: Трак ялӗн чӑн-чӑн ятне каялла тавӑрмалла-и?
Хальхи ята 1940 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗнче панӑ. Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн Президиумӗ Трак районне Красноармейски ятпа ылмаштарма Хушу йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн Малти Трак ял ятне Красноармейски (Хӗрлӗ Ҫар) ҫӗнӗ ят панӑ. Кунсӑр пуҫне Вӑта Трак ялне Липовка (Ҫӑкалӑх), Кайри Трак ялне Васнар теме йышӑннӑ.
Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, ял ячӗ «трактир» (эрех-сӑра ӗҫмелли хупах) сӑмахпа ҫыхӑннӑ теҫҫӗ. Ку версие нимӗнле чӑнлавпа та ҫирӗплетме ҫук. Ку шухӑша Красноармейски ят памашкӑн коммунистсен идеологӗсем шутласа кӑларни паллӑ. Теприсем ку ял Трак ятлӑ ҫын ҫемйинчен пуҫланса кайнӑ имӗш (кун пек халап чӑн та пур). Виҫҫӗмӗшсем каланӑ тӑрӑх, трак тени ӗҫсе-супса ҫапкаланса ҫӳрекен ҫынна пӗлтерет тени те пур. Юлашки верси те коммунистсен идеологине ҫирӗплетме кӑна кирлӗ пулнӑ пек туйӑнать.
ҪУР | 04 |
Чӑваш кӗнеке издательсвин «Ҫӗнӗ кӗнекесем» («Книжные новинки») лавккисене Юрий Сементерӗн «Хушка» кӗнеки ҫитрӗ. 32 страницӑллӑ кӗнекен хакӗ 44 тенкӗ.
Юрий Семенович Сементер Красноармейски районӗнчи Танӑш ялӗнче 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл тӑван литературӑра аллӑ ҫул ӗҫлесе вӑтӑра яхӑн кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Паллӑрах кӗнекисем: «Йӗс шӑнкӑрав», «Чӗнтӗрлӗ кӗпер», «Хурапа шурӑ», «Хуркайӑк ҫулӗ», «Ҫиҫӗм сапаки».
«Хушка» ятлӑ сӑвӑлла калава Чӑваш енри Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр хуҫалӑхри ҫӗнтерӳҫӗ ӗне пурнӑҫӗнче вӑрҫӑн малтанхи уйӑхӗсенче пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫа тӗпе хурса ҫырнӑ.
Сӑвӑлла калава вырӑсла А.И. Дмитриев тӑлмач куҫарнӑ.
Кӗнекене кӗҫӗн ҫулхи ачасене кӑмӑла каясса шанатпӑр.
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть Зоя Нестеровӑн калавӗсемпе повеҫӗсем «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ» кӗнекере пичетленсе тухрӗҫ.
Зоя Алексеевна Нестерова 1925 ҫулта Красноармейски районӗнчи Кушарта ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн чылай ҫул Чӑваш Енре тата Магадан облаҫӗнчи шкулсенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Чее мулкач» (1984), «Ют арӑма ан чупту» (1998), «Арҫынсем те макӑраҫҫӗ» (2003), «Тӑватӑ асамҫӑ» (2006), «Пурҫӑн пӗлӗт айӗнче» (2009).
Ҫыравҫӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ?» кӗнекинче калавсем тата «Ан ман, савни, ан ман», «Шырлан хӗррипе» ятлӑ повеҫсем пичетленнӗ. Кунтах унӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ», «Кунта пулман хӑна», «Шурӑ кайӑк» фантастикӑллӑ калавӗсемпе те паллашма пулать.
Хайлавсенчи сӑнарсем тӗрлӗ йывӑрлӑха лекеҫҫӗ. Апла пулин те вӗсене ҫӑлаканӗ, йывӑр вӑхӑтра пулӑшма алӑ тӑсса параканӗ те юнашарах тӑрать.
Трак тӑрӑхӗнче вырма ӗҫҫи хӗрсех пырать. Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи кун тӗлне 1456 гектар ҫинче тӗш тырӑ вырса тата ҫапса илнӗ. Вӑл типӗ ҫанталӑкра упранса юлнӑ лаптӑкӑн 31 проценчӗ пулать. Кӗрхи тӗш тыррӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкне илес пулсан, унӑн 91 процентне ҫапса илнӗ те ӗнтӗ. Уй-хирте пӗтӗмпе 22 комбайн ӗҫлет.
Тырпула пухса кӗртессипе пӗрлех выльӑх-чӗрлӗх апачӗ хатӗрлесси те кал-кал пырать. Фермерсем тата коллективлӑ хуҫалӑхсем ҫапса илнӗ лаптӑксенчи улӑма ҫийӗнчех урана хываҫҫӗ. Улӑма пӗтӗмпе 995 гектартан пухса хунӑ. Улӑмран пушаннӑ лаптӑксенчен 230 гектарне сухаласа пӑрахнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫарассипе те тимлеҫҫӗ трак енсем. Ку таранччен 1850 т утӑ (67,6%), 4220 т сенажа (95,5%), 2380 т силос (37,2%) хатӗрленӗ.
Килес ҫулхи тыппул шӑпи ҫинчен те манмаҫҫӗ красноармейскисем. Кӗр тыррисем акса хӑварма 1806 га ҫӗр хатӗр те ӗнтӗ.
Атӑл тӑрӑхӗнче шӑрӑх ҫанталӑк хуҫаланать. Ҫумӑрӗ те пулин ҫумасть-ҫке. Ҫакнашкал лару-тӑру хӑш-пӗр ыйтӑва уҫӑмлӑн ҫӗклет, уйрӑмах халӑха шывпа тивӗҫтерессине. Шыв пулмасан кӑҫалхи ҫу кунӗнче ытла та йывӑр-ҫке — ҫӑлкуҫсем типе-типе лараҫҫӗ, юханшывсемпе пӗвесенче шыв хухать. Пӗлтӗр кӑна сиксе каҫмалла мар шыв урлӑ кӑҫал ним мар утса каҫан. Ялти шыв башни ӗҫлемесен вара — чӗр нуша.
Ял халӑхӗ вара кӑҫал тинех манӑҫа тухнӑ ҫӑлсемпе ҫӑлкуҫсем пирки асаиле пуҫларӗ. Трак тӑрӑхӗнчи Пӑрӑнтӑк ҫыннисем те хӑйсен ҫӑлкуҫне тирпей кӗртме шутларӗҫ. Гагарин урамӗнче пурӑнакансем утӑн 21-мӗшӗнче пухӑнчӗҫ те кӗреҫесем йӑтса ҫав ҫӑлкуҫа тасатрӗҫ. Романов Вячеслав, Митрофанов Вениамин, Герасимов Геннадий, Иванов Валерий, Максимов Владимир кунӗпе ӗҫлерӗҫ те ҫӑлкуҫа тирпей кӗртрӗҫех.
Халӗ ӗнтӗ кунти сиплӗ шыва пурте килсе ӗҫейреҫҫӗ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви вӗрентекен ҫулталӑкне халалласа тата ятарлӑ конкурс ирттерсе республикӑри чи лайӑх шкулсемпе чи лайӑх вӗрентекенсене палӑртнӑ. Чи лайӑх шкул ятне пӗтӗмпе 25 шкул тивӗҫнӗ, вӗсен шутӗнче «Паянхи куна тивӗҫтерекен тытӑмлӑ шкул» номинацире Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Чи лайӑх вӗрентекенсене палӑртакан конкурсра пӗтӗмпе 404 учитель тупӑшнӑ, вӗсенчен 200-шӗ ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫӗнсе илнӗ. Республикӑри чи лайӑх вӗрентекенсен шутӗнче Кроасноармейски районӗнчи шкулсенче тӑрӑшакан учительсем те пур. Вӗсем — «Красноармейски иккӗмӗш вӑтам шкулӗ» муниципалитетӑн пӗтӗмӗшле вӗренӳ учрежденийӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем Зинаида Петровнӑпа Виталий Михайлович Михайловсем. Конкурс йӗркипе килӗшӳллӗн вӗсем вӗрентекен кунӗ тӗлне Чӑваш Республикин Президенчӗн премине илме тивӗҫ пулӗҫ.
Саламлатпӑр!
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Красноармейски вӑрманӗ ҫумӗнчи «Факел» стадионӑн ҫеремӗ ҫинче йӑлана кӗнӗ уяв, Акатуй, иртрӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул тата Красноармейски районӗ йӗркеленнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.
Ирхине районӑн кӗтнӗ хӑнисем тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.И.Антонов вӑрҫӑра ҫапӑҫса пуҫне хунӑ салтаксене чысласа лартнӑ палӑк умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ.
9 сехетре Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлӗхӗн членӗ Виктор Данилов районӑн ҫулталӑк хушшинчи ҫитӗнӗвӗсемпе ӗҫ паттӑрӗсем ҫинчен хатӗрленӗ радиорепортаж янӑрарӗ. Кӗҫех районти ал ӑстисен выставки, ял тӑрӑхӗсен пултарулӑх площадкисем ӗҫлеме пуҫларӗҫ.
11 сехетре савӑнӑҫлӑ уяв пуҫланчӗ. Ӑна сӑмах каласа район администрацийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Н.И.Антонов уҫрӗ. Вӑл юлашки вӑхӑтра ҫӗнсе илнӗ район ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, пурне те уяв ячӗпе ырлӑх-сывлӑх, телей, ҫитӗнӳ, ӑнӑҫу сунчӗ.
Уява пухӑннисем театрализациленӗ композиципе пултарулӑх ушкӑнӗсен концертне пӑхса савӑнчӗҫ.
Трак тӑрӑхӗнчи тулли мар яваплӑ «Карай» пӗрлешӳ кӑҫал пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем — 570, пӗр ҫул ӳсекен курӑксем — 177, куккурус — 180 гектар акса, ҫӗрулми 104 гектар лартса хӑварчӗ. Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ туса ирттернӗрен ҫуртрисем япӑх мар шӑтса тухнӑ. Халӗ хирте калчасене лайӑх пӑхса ҫитӗнтерессипе тӑрмашаҫҫӗ: ҫумкурӑксемпе кӗрешсе гербицид сапаҫҫӗ, ҫӗрулмин рет хушшисене кӑпкалатаҫҫӗ тата ытти те.
Ҫӗртмен 8-мӗшӗ Карай тӑрӑхӗнчи халӑхшӑн нумайлӑха асра юлӗ. Ҫав кун кунта 20 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене пӗтӗмлетмелли ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ — Акатуй — иртрӗ. Ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт иртсен тулли мар яваплӑ «Карай» пӗрлешӳ ертӳҫи Г.В. Спиридонов ку пӗрлешӳ учредителӗпе Ю.П. Капитоновпа, «Крина» пӗрлешӳ ертӳҫипе В.Н. Платоновпа, «Ирина» магазин хуҫипе В.И. Петровпа канашласа ӗлӗкхи ырӑ йӑлана чӗртсе тӑратма шут тытнӑ. Хальхинче ку праҫнике района йӗркеленӗренпе 75, Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине тата Вӗрентекенсен ҫулталӑкне халалларӗҫ.
Шкул стадионне тӗрлӗ ялавсем, стендсемпе плакатсем илем кӳреҫҫӗ, хаваслӑ кӗвӗ янӑрать.
Красноармейски районӗнче машинӑпа ӗне сӑвакан операторсем тата ӗнесене искусственнӑй майпа пӗтӗлентерекен техник-осеменаторсем ӑмӑртрӗҫ. Конкурс тулли мар яваплӑ «Карай» пӗрлешӳре иртрӗ.
Машинӑпа ӗне сӑвакан операторсен конкурсӗ. Кунта Трак енри тӑватӑ — «Карай», «Хӗрлӗ Сурӑм», "Янмурзино", "Досаево" — хуҫалӑхран килнӗ 7 оператор виҫӗ енӗпе тупӑшрӗ. Вӗсем машинӑпа ӗне сурӗҫ, ӗне сумалли аппаратсене салатса пухрӗҫ, ыйтусене хуравларӗҫ.
Кирек епле ӗҫӗн хӑйӗн йӗрки, майӗ пур, машинӑпа ӗне сӑвассин те ҫаплах. Кунта ӗне сумалли аппарата, ӗнене сума хатӗрлемелле, сумалла тата ытти те. Кашни операци валли вӑхӑт уйӑрнӑ. Ҫавна шута илсе палӑртаҫҫӗ те ӗҫченӗн професси ӑсталӑхне. Васканӑ чух алӑ-ура ҫыхланмасӑр пулмасть паллах. Анчах ӗҫе тӗплӗ пӗлекенсем кунта та ҫухалса каймаҫҫӗ. Акӑ Яманакри сӗт-ҫу ферминчи Светлана Данилова оператор ӗне сумалли технологине аван пӗлнине кӑтартрӗ, ӗне сумалли «Волга» аппарата та хӑвӑрт та тӗрӗс салатса пухрӗ. Унпа пӗрле ӗҫлекен И. В. Даниловапа Г. В. Антонова («Карай») та унран тӑрсах юлмарӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Красноармейски район администрацийӗн лару залӗнче район депутачӗсен тӑваттӑмӗш суйлаври Пухӑвӗн черетлӗ 41-мӗш ларӑвӗ иртрӗ.
Унӑн ӗҫне район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсемсӗр пуҫне ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, район центрӗнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертӳҫисем, шкулсен директорӗсемпе ача сачӗсен заведующийӗсем, район администрацийӗн управленийӗпе пайӗсен пуҫлӑхӗсемпе секторӗсен заведующийӗсем хутшӑнчӗҫ.
С. А. Николаев район пуҫлӑхӗн полномочийӗсене срокчен хӑварма — хӑй ирӗкӗпе отставкӑна кайма заявлени ҫырнӑ. Депутатсемпе пухӑннисем умӗнче Станислав Андреевич сӑмах каларӗ, пӗрле килӗштерсе ӗҫленӗшӗн пурне те тав турӗ. Ку ыйтупа район депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ В. В. Александров, район администрацийӗн культура, спорт, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ А. Н. Лебедев, ӗҫ ветеранӗ Н. М. Матвеев, район пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Н. И. Антонов сӑмах илчӗҫ, С. А. Николаева район аталанӑвӗшӗн тунӑ ӗҫсемшӗн тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Депутатсем Станислав Андреевич ыйтӑвне тивӗҫтерчӗҫ.
Чӑваш Республикин Президент Администрацийӗн йӗркелӳпе тӗрӗслев Управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ В.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.